Хыпарсем
"Эпē чãвашла калаçатãп"
4-мēш класра вēренекен Семëнова Мария "Эпē чãвашла калаçатãп" акцие хутшãнчē.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2022»
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2022» акци ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртрĕ. Унӑн тӗп тӗллевӗ – чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сумӗпе хисепне ӳстересси. Пирěн шкул ачисем те хастар хутшăнчĕç.
Иван Яковлев палăкĕ умĕнче чāваш чēлхи кунē ячēпе савāнāçлā уяв пулчē
Чăваш чĕлхи эрни пынă май ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Шупашкарта Иван Яковлев палăкĕ умĕнче чāваш чēлхи кунē ячēпе савāнāçлā уяв пулчē. Çaв уява пирĕн шкул ачисемпе Анисимова Лариса Валерьевна, Анисимова Юлия Елисеевна, Егорова Алина Владимировна чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем те хутшăнчěç.
"Тӑван Ҫӗршыв символӗсем"
Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче чӑваш чĕлхи эрни пынă май тата Э. М. Юрьев, Чӑваш Ен халӑх художникӗ, Патшалӑх гербӗн тата Патшалӑх ялавӗн авторӗ, чӑваш Республикин патшалӑх символӗсен кунне уявланӑ май Чӑваш Республикин Наци библиотеки "Тӑван Ҫӗршыв символӗсем" геральдика сехетне 5 класс вĕренекенĕсем Анисимова Лариса Валерьевнапа çитсе курчĕç.
Мероприятие хутшӑнакансене тулли программа кӗтрĕ: пирӗн республикӑри официаллӑ символсен историйӗпе ҫыхӑннӑ мультимедиллӗ презентаци, гербпа ялав ҫинчи ӳкерчӗксен пӗлтерӗшӗ ҫинчен кӑсӑклӑ калав, ӑс-хакӑл викторини, сӑвӑсем, юмахсем тата юмахсем. Тӑван ҫӗршывӑн тӗп символӗсем ҫинчен пӗлни историллӗ иртнӗ пурнӑҫа тарӑнрах пӗлме тата вӑл хальхи вӑхӑтри ҫыхӑнӑва туйма пулӑшрĕ.













































Мы в Национальном реестре "Ведущие образовательные учреждения России"!






