Сегодня

Чебоксары:

Вакантные места

Справки о наличии вакантных мест  по телефону: 56-34-62

Счетчик посещений

3868676
Сегодня
Вчера
Текущая неделя
Прошлая неделя
Текущий месяц
Прошлый месяц
За все время
96
576
2945
3861078
11233
19866
3868676

Ваш IP: 34.204.189.171
Сейчас: 03:14 17-10-2019

 

Хыпарсем

Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем

Меслет кăтартăвĕсем

Статьясен пуххи

Сăн ÿкерчĕксен пуххи

Чăвашла видеороликсем

Чăвашла сайтсем

Канашлу

Ҫыхăну

ЭПИР ПУЛНĂ, ПУР, ПУЛАТПĂР!

 

 

 

 

 

 

 

 

 

ЭПИР ПУЛНĂ, ПУР, ПУЛАТПĂР!

 

Çак сăмахсене шута илсе пурăнаççĕ те Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи чăвашсем. Нумаях пулмасть Аслă Аксу шкулĕнче И.Я.Яковлев 170 çул тултарнине халалласа регионсен хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унта Шупашкартан тата Хусантан килнĕ хăнасене хапăл тусах çăкăр-тăварпах ăшшăн кĕтсе илчĕç. Шупашкартан уява Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн ертÿçипе Геронтий Никифоровпа, Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн ертÿçин çумĕпе Александр Магаринпа тата Шупашкарти 10-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕпе Алина Егоровăпа пĕрле кайрăмăр. Культура керменне кĕрсенех асамлă чăваш тĕнчине лекнĕнех туйăнчĕ. Ачасем пурте чăваш тумĕ тăхăннă, пĕр-пĕринпе чăвашла хутшăнаççĕ. Вĕсен пуплевне итлерĕм. Мĕнле таса та илемлĕ чăваш чĕлхипе калаçаççĕ-çке вĕсем. «Чĕлхе пĕтмесĕр халăх пĕтмест», — тенĕ. Апла пулсан çак чăваш чунлă ачасенче — халăхăмăрăн пуласлăхĕ. Наукăпа практика конференцине килнисене Аслă Аксу ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Храмов, шкул директорĕ Юрий Мутин саламларĕç. Çак ялти ачасем Иван Яковлевичăн пурнăçĕнчи саманчĕсене выляса кăтартрĕç. Ун хыççăн вĕренекенсем 4 уйрăма пайланса ĕçлерĕç. Кунта Шăмăршă районĕн Палтиел шкулĕн ачисем те хутшăнчĕç. Инсценировкăсен секцийĕнче пире жюри пулма тÿр килчĕ. Тĕрлĕ класра вĕренекен маттур ачасем И.Я. Яковлевăн калавĕсем тăрăх сценкăсем лартрĕç. Вĕсен хушшинче артист пулмалли пултаруллă ача чылай. Акă вĕсем: Аслă Аксури Мария Храмова /тилĕ ролĕ/, Кивĕ Çĕпрелти Дмитрий Николаев /лаша шыракан/, Хурăнвар Шăхальти Никита Лукьянов /сехет çĕмĕрекен/ тата Кирилл Тарасов /И.Я.Яковлев ролĕ/. Район центрĕнчен килнĕ ачасем те чăвашла лайăх калаçаççĕ. Çитĕнекен ăру вырăсланманни палăрать. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн методисчĕ Светлана Ларионова пĕлтернĕ тăрăх, Çĕпрел районĕнчи пур

 

 

шкулта та вĕренекенсем чăваш чĕлхине наци программипе ăса хываççĕ. Ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцине хатĕрлеме тата ирттерме çăмăл мар пулнине пурте лайăх чухлатпăр. Шкул коллективĕ пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени курăнать. Кунта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕн Валентина Ярмушовăн тÿпи пысăк. Вăл ачасемпе тĕрлĕ конкурса ялан хутшăнать. Нумаях пулмасть Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕ, «Хыпар» издательство çурчĕн литературăпа культура тата искусство «Тăван Атăл» журналĕпе чăваш ачисен «Тантăш» хаçачĕ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 110 çул халалласа ирттернĕ «Сăваплă ят» викторинăра та Хулаçырми, Упи, Аслă Аксу шкул ачийĕсемпе чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем палăрчĕç. Алина ЛАРШНИКОВА,

«Тантăш» хаçат редакторĕ