
Учительсем яланах ачасене хайсен предмечĕпе касаклантарса яма, вĕсен вĕренес кăмăлне çĕклеме тăрăшаççĕ, уроксене илĕртӳллĕрех тумалли мелсем шыраççĕ. Юлашки çулсенче вĕрентÿре информаципе хутшăну (коммуникации) технологийĕсем (ИКТ) вĕренÿ ĕçне анлă кĕрсе пыраççĕ. Çак технологисем ачасен тавра курăмне аталантарма, ăс-тăнне çивĕчлетме, пĕлÿ шайне ÿстерме пулăшаççĕ. Информаципе хутшăну технологийĕсем – шкул ачисен паянхи аталанăвне тивĕçтерекен, вĕрентме анлăрах майсем туса паракан хатĕр.
10-мĕш шкул вĕрентекенĕсем те компьютер технологийĕве йĕркелеме – ачасене вĕренме илĕртмелли, вĕсен хастарлăхне ÿстермелли, вĕренÿ процессне тухăçлăрах ирттермелли меслетсене усă кураççĕ. Пурте пелеççĕ ĕнтĕ, урокра вăйă выляни ачасемшен савăнăç .
Лебедева Елена Германовна паян 9 а класра «Чăваш вăрманĕ» темăпа урокр ирттерчĕ. Унта вăл инрерактивлă хăма çинче ачасемпе тĕрлĕ хăнăхтарусем турĕ.
Унта ачасем пĕр- пĕринпе кăмăллăн хутшăнчĕç, хăйсен калаçу чĕлхине аталантарчĕç. Пурте мала тухасшăн, çĕнтеруçĕ ятне илме тивĕçлĕ пулчĕç. «Кам маларах?», «Камăн нумайрах?», «Кам хăвăртрах?» вайăсем вылярĕç.