И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи историпе географи филологийĕн факультечĕ ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕччен чăваш чĕлхи кунне халалланă «История Чувашии» онлайн викторина ирттерет.
Олимпиадăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем – вĕренекенсен тăван чĕлхепе литература пĕлĕвне анлăлатасси; çамрăксене тăван халахăн çыруллă, сăмах вĕççĕн çÿрекен культурипе паллаштарасси; тăван çĕре, патшалăха хисеплес туртăма аталантарма тата ачасен тавра курăмне ÿстерме пулăшасси; анне чĕлхи урлă вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси; ачасемпе çамрăксен чĕлхин сăмах пуянлăхне ÿстерме, ытарлăхĕпе сăнарлăх туйăмне аталантарма майсем туса парасси.
Олимпиадăна Раççей Федерацийĕн регионĕсен тата Чăваш Республикин пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вĕренÿ учрежденийĕсен 7–11-мӗш класӗсенче, професси вӗренӗвӗн учрежденийӗсенче (колледжсемпе техникумсенче), аслă шкулсенче вӗренекенсене хутшăнма чĕнеççĕ. Олимпиадăна хутшăнас кăмăллисен çак каçăпа кĕчĕç: «Moodle. ЧГУ». 9 а класра 26 вĕренекен кĕрсе ыйтусем çине хуравларĕç. Шкул ачисен результачĕсем çак порталта (http://igf.chuvsu.ru/) ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче паллă пулать.